Сайт воспитателя дошкольной группы при
МБОУ "Новобайбатыревская СОШ"
Алексеевой Оксаны Алексеевны
Уяв юхăмĕ
Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри» юрăпа карталанса тухса тăраççĕ.
1 ертсе пыракан. Ырă кун пултăр, тăвансем, ашшĕ – амăшĕсем, пире курма килнĕ хăнасем. Паян пирĕн республикăра пысăк уяв – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уява И.Я.Яковлев çуралнă кунĕнче , ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, паллă тăватпăр.
2 е.п. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхен çепĕçлĕхне, янăравлăхне, илемлĕхне туйса ӳсетпĕр. Чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи. Пирĕн атте-анне чĕлхине лайăх пĕлмелле, ăна упрамалла, хисеплемелле. Тăван чĕлхе – вăл тăван халăхăн иксĕлми çăл куçĕ. Çак çăлкуçран тумламăн-тумламăн эпир мĕн ачаран вăй илсе тăнă. Тăван чĕлхерен ăс-тăн аталанма пуçланă.
1 ача Эп чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене. (Петĕр Хусанкай)
2 ача Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ парнене. (Ваçлей Давыдов-Анатри)
1 е.п. Тăван чĕлхене юратман çын та çук пулĕ çут тĕнчере. Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхе, тăван сăмах – халăх чунĕ, халăх палли. Чăвашла калаçатпăр пулсан, чăваш халăхĕ пурăнать ха. Чăвашсем пин çул каяллах хăйсен чĕлхипе калаçнă, ăна ламран лама, сыпăкран сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă. «Мул пухăнать те – саланма пултарать, халăха вара чи малтан унăн чĕлхи тытса тăрать. Чĕлхе пĕтмесĕр халăх та пĕтмест», - тесе шутланă вĕсем.[5. 3.]
2 е.п. Чылай чăваш халăх поэчĕсем Ухсай Яккăвĕ, Петĕр Хусанкай, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши тата ытти çыравçăсем тăван чĕлхемĕре тĕнче умне кăларассишĕн, ун чысне çӳле çĕклессишĕн тăрăшнă. Хăйсен сăввисенче чăваш чĕлхи илемлĕхне, мăнаçлăхне кăтартнă.
3 ача Тăван чĕлхе пурри савăнтарать,
Çуралнă вырăна астутарать.
Хăв халăхна хисеп тума хушать,
Çĕр-шывшăн тăрăшма вăй-хал парать. (Александр Савельев-Сас)
4 ача. Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн. (А.Николаева)
5 ача Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эсĕ çут тĕнчере.
Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем,
Эсĕ манăн – пĕрре çеç, пĕрре. (Николай Сандров)
1 е.п. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш ташши
Илемлĕ чăваш ташши те
Ташлама пĕлсен кăна.
Ачасем чăваш ташшине ташлаççĕ. «Айтăр ташша пуçлар – и те».
2 е.п. «Чăваш чĕлхине упрар, ăна ӳсме пулăшар. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ» - тенĕ Илпек Микулайĕ. Акă Василий Алентей çапла каланă: «Тăван чĕлхе шыв пек юхса, тăп - тăрă шыв пек шăнкăртатса пырать. Вăл хăй тĕлленех юхать. Иреклĕ, анлăн…». «Кала-ха, тăван чĕлхем, мĕн тăвăп эс сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурнăп эп сансăр? Маншăн эс хĕвел, пурнăç, кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ – анне чысĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ, юратнă чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи» - тесе çырнă Валем Ахун поэт хăйĕн прозăлла сăввинче.
Юрă «Митюк тухрĕ урама»
6 ача Тăван чĕлхе! Эп сансăр – мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух – манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
7 ача Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи,-
Чĕвĕлти чăваш чĕлхи.
Чунăмра – тăнан хĕлхем,
Сăмахра пурах илем. (Фёдорова Л.)
8 ача Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре.(Юман А.)
Вăйă «Çерем ватса вир акрăм»
1 е.п. Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Çак чĕлхене чăваш ачисен пурин те пĕлмелле, унран именмелле мар, ăна тăрăшса вĕренмелле.
Сценка. «Ывăлĕпе амăшĕ »
Вылякансем: амăшĕ, ывăлĕ, асламăшĕ.
Пĕррехинче амăшĕ ĕçрен таврăнсан ывăлĕ ун патне чупса пычĕ.
Ывăле: Анне, манна çак кĕнекене вуласа пар-ха (тесе амăшне чăваш кĕнекине тыттарать).
Амăшĕ: Эта кника на чувашком, тавай на русском читат будим.
(Ывăлĕ ним ăнланмасăр килĕшет. Акă амăшĕ вырăс кĕнекине вулама тытăнать.)
Амăшĕ: В некотром тартстве, в некотором гоцударцтве шил пил цар.
Ывăлĕ(тĕлĕнсе): Мĕскер? Анне ăнланмастăп эпĕ сана.
Амăше: Мене не анне, а мама говори. Понел?
Ывăлĕ: Ну мама пултăр, атя чăвашлах вуласа пар-ха, мана ку кĕнеке пĕрре те килĕшмест.
Амăшĕ: Нравица, не нравица, тепер все по русски говорят, учис по русски говорит.
Ывăлĕ: Анне мана вырăсла калаçма килĕшмест, мана асанне чăвашла калаçмалла тет.
Амăшĕ: Я сколко говорит, мама говори мене.
(Çак калаçăва итлесе ларакан асламăшĕ).
Асанне: Чăваш ачине чăвашлах вĕрентер-ха. Чăваш чĕлхи-пуян чĕлхе, çепĕç чĕлхе.
Юрă «Чăваш ачи, чăвашах» ( Н. Ытарай - А. Никитин)
Вăйă «Уйăхпа хĕвелле»
9 ача Чĕлхеме саватăп эп.
Çепĕç вăл, янравлă, шеп.
Сывă пул тăван чĕлхем,
Чунăма çĕкле, хĕлхем.(Фёдорова Л.)
10 ача Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.
Шăпчăк та юрлатькунта ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла. (Мартьянова Л.)
11 ача Мухтанам чăваш пулнишĕн,
Чăвашах пулса юлнишĕн,
Çепĕç-çепĕç уç сассишĕн,
Акăш-макăш пур юрриш… (Вячеслав Круглов)
Юрă «Пукане» хĕр ачасен ушкăнĕ юрлать.
2 е. п. Мĕнле çепĕççĕн янăратăн эсĕ, тăван чĕлхе. Санпа Ульяновскра та,
Мускавра та ,Çĕпĕрте те, Турцире те, Америкăра та калаçаççĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан авалхи чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхем, сан яту тата çӳле çĕклентĕр, тĕнчен анлă çĕрĕнчи тĕрлĕ чĕлхе хушшинче тивĕçлипе илтĕнтĕр!
Пурте Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян:
Чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар:
Чĕлхемĕр пулсан – эпир мăнаç
Чĕлхемĕр пулсан – эпир хастар!